pril

4
Ачасен пултарулăхě 2, 4 стр. Шкул хаçачĕн 6—7 (30—31) №сен ХУШМА КĂЛАРĂМĔ Паллашăр: Марина Иванова, 3 стр. Чăвашсен пур сумлă çын Чăвашсен пур сумлă çын, Пурте ун ятне пěлеççě, Ваттисем калаçнă чух Ырăпа çеç ас илеççě. Хăть чăваш эс, хăть тутар,— Пурпěрех пěлмешкěн тивěç: Ача чух вăл çу хута Кěтÿçре çÿренě имěш. Пěчěкрен вăл пит ăста Çăпата тума вěреннě; Яш пулсассăн, Хусанта Кěнеке тытса çÿренě. Вырăссем пулăшнипе Вěренме ăна май килнě; Пултаруллă пулнипе Пит нумай пěлÿ вăл илнě. Чăвашран вăл пуçласа Университет пěтернě. «Халăхшăн вăя хурса Халь ěçлес пулать ман»,— тенě. Чăвашсем валли вара Чěмпěрте вăл хăй шкул уçнă. Букварьсем çыра-çыра Пулнă шурă юр пек пуçлă. Алă çул хушши çутта Чăваша çав çын кăларнă. Халě пединститута Чăвашсем ун ятне панă. Каламарăм ун ятне — Вăл пуриншěн те халь паллă. Маншăн та вăл — чăн атте; Сăввăм пултăр асăнмалăх. Александр Кăлкан пуш — ака, 2013 http://school-inf.ru Чăваш Республикин Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 6-мĕш номерлĕ гимназин кăларăмĕ АЧАЛĂХ ÇУЛĔСЕМ И. Я. Яковлев 1848 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Çуралсан виççĕмĕш куннех хăр тăлăха юлнă. Ăна кÿршĕри Пахом Ки- рилловпа унăн ывăлĕн Андрей Пахомовăн çемйи ÿстернĕ. 1856 çулхи кĕркунне сакăр çул тултарнă Иван Яковлев Пă- рăнтăк салинчи удел хрес- ченĕсен ачисем валли уçнă шкулĕнче вĕренме пуҫланă. 1860 çулта кунтан вĕренсе тух- сан ăна Чĕмпĕрти çĕр виçе- кенсем хатĕрлекен шкула ăс пухма янă. Ун хыççăн И. Яков- лев тăватă çул хушши Чĕмпĕр, Самар, Хусан кĕпернисенчи вырăс, чăваш, тутар, мăкшă ялĕсем тăрăх çĕр виçсе çÿре- нĕ. Ăна вак халăхсен, уйрăмах чăваш халăхĕн, хĕсĕк те ниш- лĕ пурнăçĕ пăшăрхантарнă. ЧĔМПĔРТИ ЧĂВАШ ШКУЛĔНЧЕ 1867 çулта Иван Яковлев Чĕмпĕрти гимназин V класне вĕренме кĕнĕ. Гимназире вĕреннĕ чухне, И. Яковлев тантăшĕсене тата ыт- ти чăваш ачисене хăй патне чĕнсе илсе вĕсене хула учили- щисене вĕренме кĕме тата ялти шкулсенче ĕçлеме учите- ле хатĕрлеме тытăннă. Çак пуçаруран Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пуçланса кайнă. Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ — Алексей Рекеев. Унпа пĕрле Егор Улюкин, Васи- лий Кашкаров чăваш ачисене тата Иван Исаев вырăс ачине те И. Я. Яковлев вĕрентнĕ, вĕсене хăй ĕçлесе илнĕ укçапа тăрантарса усранă. 1870 çулта Иван Яковлев Чĕмпĕрти гимназине ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Çак хыпар Раççейĕпех сарăлнă. Чĕмпĕр кĕпĕрнин хаçачĕн 1870 çулхи 50-мĕш номерĕнче çапла çырнă: «Педсовет уйрăмах Яковлев Иван хăйне йĕркеллĕ тытнине, гимнази курсĕн пур предмечĕсене те «питĕ лайăх» пĕлнине, ăна ылтăн медаль, Рачинский Порфирине, Пана- ев Александра, Артизанов Павела кĕмĕл медаль илме тивĕçлĕ пулнине палăртрĕ. Вĕсенчен: Рачинский – дворян ывăлĕ, Артизанов – чиновник ывăлĕ, Панаев мещен ывăлĕ, Яковлев – чăваш хрес- чен ывăлĕ». («Симбирские губернские ведомости», 1840, 4 июля). Чухăн чăваш хресчен ачи ылтăн медаль илни нумай çынна тĕлĕнтернĕ. ЧĂВАШ ÇЫРУЛĂХНЕ НИКĔСЛЕНИ 1870 çулта И.Я. Яковлев Ху- сан университечĕн историпе филологи факультетне вĕрен- ме кĕнĕ. Университетра вăл Н.И. Ильминский профессорпа çывăх паллашнă. Н. И. Ильмин- ский ăна чăваш çырулăхĕ тăвас ĕçе мĕнле йĕркеле- меллине ăнлантарнă. И.Я. Яковлев чи малтан чăваш алфавитне тума пуçланă. Ку ĕçре ăна В. Бели- лин, С. Тимрясов, А. Рекеев, Т. Петров, И. Иванов, Д. Филимо- нов пулăшнă. 1871 çулта 47 сас паллирен тăракан пĕрремĕш алфавита хатĕрлесе пĕтернĕ. 1872 çулхи январьте унпа усă курса «Тьваш адизене сыръва вьрен- мелли кнеге» ятлă букварь пичетлесе кăларнă. 1872 çултах алфавита ансатлатса 27 сас палли хăварнă. Иккĕмĕш алфавит никĕсĕ çинче «Çыръва вьренме тытънмалли кьнеке» ятлă букварь кăларнă. 1873 çул пуçламăшĕнче И.Я. Яковлев чăваш алфавичĕн 25 сас паллирен тăракан виç- çĕмĕш вариантне туса хатĕр- ленĕ. Çак кĕскетнĕ алфавитпа усă курса виççĕмĕш букварь пичетлесе кăларнă. Ку бук- варьпе вара нумай çул хушши усă курнă, ăна 33 хут пичет- ленĕ. Виççĕмĕш алфавит чĕлхене кĕрсе çирĕпленнĕ, унпа 50 çул хушши ним улăш- тармасăр усă курнă. «Яковлев алфавичĕпе» усă курса 1906 çулта «Хыпар» ятлă пĕрремĕш чăваш хаçачĕ кăларма пуç- ланă, çĕршер кĕнеке пичет- ленĕ. И.Я. Яковлев алфавичĕ- семпе букварĕсен никĕсĕ çинче çĕнĕ чăваш çырулăхĕ йĕркеленнĕ. 1875 – 1903 çулсенче И. Я. Яковлев Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕнче тата Чĕмпĕрти хăй уçнă шкулăн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. И.Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан. http://www.pandia.ru/ text/77/384/72032.php Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа — 165 çул

Upload: moy-gymnasium-6

Post on 22-Mar-2016

214 views

Category:

Documents


1 download

DESCRIPTION

dssdfdsfdcsdcsdfsdfsdfsdf

TRANSCRIPT

Page 1: Pril

Ачасен пултарулăхě 2, 4 стр.

Шкул хаçачĕн 6—7 (30—31) №сен ХУШМА КĂЛАРĂМĔ

Паллашăр: Марина Иванова, 3 стр.

Чăвашсен пур сумлă çын

Чăвашсен пур сумлă çын, Пурте ун ятне пěлеççě, Ваттисем калаçнă чух Ырăпа çеç ас илеççě.

Хăть чăваш эс, хăть тутар,— Пурпěрех пěлмешкěн тивěç: Ача чух вăл çу хута Кěтÿçре çÿренě имěш.

Пěчěкрен вăл пит ăста Çăпата тума вěреннě; Яш пулсассăн, Хусанта Кěнеке тытса çÿренě.

Вырăссем пулăшнипе Вěренме ăна май килнě; Пултаруллă пулнипе Пит нумай пěлÿ вăл илнě.

Чăвашран вăл пуçласа Университет пěтернě. «Халăхшăн вăя хурса Халь ěçлес пулать ман»,— тенě.

Чăвашсем валли вара Чěмпěрте вăл хăй шкул уçнă. Букварьсем çыра-çыра Пулнă шурă юр пек пуçлă.

Алă çул хушши çутта Чăваша çав çын кăларнă. Халě пединститута Чăвашсем ун ятне панă.

Каламарăм ун ятне — Вăл пуриншěн те халь паллă. Маншăн та вăл — чăн атте; Сăввăм пултăр асăнмалăх.

Александр Кăлкан

пуш — ака,

2013

http://school-inf.ru

Чăваш Республикин Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 6-мĕш номерлĕ гимназин кăларă мĕ

АЧАЛĂХ ÇУЛĔСЕМ И. Я. Яковлев 1848 çулхи

апрелĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Çуралсан виççĕмĕш куннех хăр тăлăха юлнă. Ăна кÿршĕри Пахом Ки-рилловпа унăн ывăлĕн Андрей Пахомовăн çемйи ÿстернĕ.

1856 çулхи кĕркунне сакăр çул тултарнă Иван Яковлев Пă-рăнтăк салинчи удел хрес-ченĕсен ачисем валли уçнă шкулĕнче вĕренме пуҫланă. 1860 çулта кунтан вĕренсе тух-сан ăна Чĕмпĕрти çĕр виçе-кенсем хатĕрлекен шкула ăс пухма янă. Ун хыççăн И. Яков-лев тăватă çул хушши Чĕмпĕр, Самар, Хусан кĕпернисенчи вырăс, чăваш, тутар, мăкшă ялĕсем тăрăх çĕр виçсе çÿре-нĕ. Ăна вак халăхсен, уйрăмах чăваш халăхĕн, хĕсĕк те ниш-лĕ пурнăçĕ пăшăрхантарнă.

ЧĔМПĔРТИ ЧĂВАШ ШКУЛĔНЧЕ

1867 çулта Иван Яковлев Чĕмпĕрти гимназин V класне вĕренме кĕнĕ.

Гимназире вĕреннĕ чухне, И. Яковлев тантăшĕсене тата ыт-ти чăваш ачисене хăй патне чĕнсе илсе вĕсене хула учили-щисене вĕренме кĕме тата ялти шкулсенче ĕçлеме учите-ле хатĕрлеме тытăннă. Çак пуçаруран Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пуçланса кайнă.

Я к о в л е в ă н п ĕ рре м ĕ ш вĕренекенĕ — Алексей Рекеев. Унпа пĕрле Егор Улюкин, Васи-лий Кашкаров чăваш ачисене тата Иван Исаев вырăс ачине те И. Я. Яковлев вĕрентнĕ, вĕсене хăй ĕçлесе илнĕ укçапа тăрантарса усранă.

1870 çулта Иван Яковлев Чĕмпĕрти гимназине ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Çак хыпар Раççейĕпех сарăлнă. Чĕмпĕр кĕпĕрнин хаçачĕн 1870 çулхи 50-мĕш номерĕнче çапла çырнă: «Педсовет уйрăмах Яковлев Иван хăйне йĕркеллĕ тытнине, г и м н а з и к у р с ĕ н п у р предмечĕсене те «питĕ лайăх» пĕлнине, ăна ылтăн медаль, Рачинский Порфирине, Пана-ев Александра, Артизанов Павела кĕмĕл медаль илме тивĕçлĕ пулнине палăртрĕ. Вĕсенчен: Рачинский – дворян

ывăлĕ, Артизанов – чиновник ывăлĕ, Панаев – мещен ывăлĕ, Яковлев – чăваш хрес-чен ывăлĕ». («Симбирские губернские ведомости», 1840, 4 июля). Чухăн чăваш хресчен ачи ылтăн медаль илни нумай çынна тĕлĕнтернĕ.

ЧĂВАШ ÇЫРУЛĂХНЕ НИКĔСЛЕНИ

1870 çулта И.Я. Яковлев Ху-сан университечĕн историпе филологи факультетне вĕрен-ме кĕнĕ. Университетра вăл Н.И. Ильминский профессорпа çывăх паллашнă. Н. И. Ильмин-ский ăна чăваш çырулăхĕ тăвас ĕçе мĕнле йĕркеле-меллине ăнлантарнă.

И.Я. Яковлев чи малтан чăваш алфавитне тума пуçланă. Ку ĕçре ăна В. Бели-лин, С. Тимрясов, А. Рекеев, Т. Петров, И. Иванов, Д. Филимо-нов пулăшнă.

1871 çулта 47 сас паллирен тăракан пĕрремĕш алфавита хатĕрлесе пĕтернĕ. 1872 çулхи январьте унпа усă курса «Тьваш адизене сыръва вьрен-мелли кнеге» ятлă букварь пичетлесе кăларнă. 1872 çултах алфавита ансатлатса 27 сас палли хăварнă. Иккĕмĕш алфавит никĕсĕ çинче «Çыръва вьренме тытънмалли кьнеке» ятлă букварь кăларнă.

1873 çул пуçламăшĕнче И.Я. Яковлев чăваш алфавичĕн 25 сас паллирен тăракан виç-çĕмĕш вариантне туса хатĕр-ленĕ. Çак кĕскетнĕ алфавитпа

усă курса виççĕмĕш букварь пичетлесе кăларнă. Ку бук-варьпе вара нумай çул хушши усă курнă, ăна 33 хут пичет-ленĕ. Виççĕмĕш алфавит чĕлхене кĕрсе çирĕпленнĕ, унпа 50 çул хушши ним улăш-тармасăр усă курнă. «Яковлев алфавичĕпе» усă курса 1906 çулта «Хыпар» ятлă пĕрремĕш чăваш хаçачĕ кăларма пуç-ланă, çĕршер кĕнеке пичет-ленĕ. И.Я. Яковлев алфавичĕ-семпе букварĕсен никĕсĕ çинче çĕнĕ чăваш çырулăхĕ йĕркеленнĕ.

1875 – 1903 çулсенче И. Я. Яковлев Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕнче тата Чĕмпĕрти хăй уçнă шкулăн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. И.Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан.

http://www.pandia.ru/text/77/384/72032.php

Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа — 165 çул

Page 2: Pril

2 стр.

Акă çитрĕ çуркунне, Вĕçсе килчĕç кайăксем. Хĕвел ăшшăн пăхнипе Савăнаççĕ ачасем. Шыв юхать шăнкăртатса Урам тăрăх шарлатса. Хутран тунă кимĕсем Юхтараççĕ ачасем.

Елена Романова, 3В Курăр, çуркунне васкать Питĕ хăварт утăмпа. Урипе ăçта пусать, Юр ирĕлет çавăнта. Çĕр çине ак вăл таптать: Çĕрĕ хуралса юлать. Йĕри-тавра шывланать: Ури пит ăшă, курăнать.

Саша Петрова, 3В Çитрĕ ăшă çуркунне, Юр ирĕлет васкаса. Тÿпере хĕвел вылять, Манăн чунăм савăнать. Çуркунне кимĕ тăватăп, Эп ăна шыва яратăп. Кимĕ пит хăвăрт ишет, Чĕре савăнса сикет.

Миша Захаров, 4Б

Çитрĕ ырă çуркунне! Хĕвел ăшăтса пăхать! Çырманалла, ял хыçне Шыв шăнкăртатса юхать. Эпир пурте савăнатпăр Çурхи ăшă кунсемпе. Ав, кайăксене куратпăр, Юрлаç хитре сассипе. Пĕтĕм тĕнче вăранать Çурхи ырă хĕвелпе. Лĕпĕш те вĕçме пуçлать Хĕвел ăшши туйнипе.

Николай Яичников, 3В

Сар хĕвел хĕртсе пăхать, Шыв шăнкăртатса юхать. Шур юр хăвăрт ирĕлет – Йывăç-курăк ешерет. Ак курак вĕçсе килет, Тăри уй-хире чĕнет. Çĕр çынни ака тăвать, Хĕрÿ вăхăт пуçланать. Çепĕç çеçпĕл те тухать, Çĕмĕрт çеçки çурăлать, Кăтра кăмпа çитĕнет, Çурхи илем илĕртет.

Саша Албутова, 4Б

Çуркунне, çуркунне, Çитрĕ кĕтнĕ çуркунне. Урамра юрĕ каять, Çулсем тăрăх шыв юхать. Йывăçсем папка сараççĕ, Симĕс курăк курăнать. Кайăксем чĕвĕлтетеççĕ, Манăн чунăм савăнать. Сарă хĕвел çутатать, Çанталăка ăшăтать. Пĕтĕм тĕнче вăранать, Çынсене савăнтарать.

Софья Важорова, 2В Çанталăкĕ ăшăтать, Хура курак курăнать, Симĕс курăк ешерет, Çеçпĕл çеçки çитĕнет.

Алексей Калашников, 4В Ылтăн хĕвел çутатать, Шăнкăртатса шыв юхать, Кайăк йăва çавăрать, Симĕс курăкĕ тухать. Уçă çилĕ вăш! вĕрет – Юрĕ лайăх ирĕлет. Ешĕл курăк çитĕнет, Кăвак тÿпе илĕртет!

Максим Казаков, 4Б Кайăксем вĕçсе килеççĕ, Çуркунне илсе килеççĕ. Уяртса хĕвел пăхать, Вăл пире савăнтарать!

Екатерина Данилова, 4А Ăшă çуркунне çитет: Сенкер тÿпе илĕртет, Ешĕл курăкĕ тухать, Хăмăр упа вăранать…

Иван Захаров, 4А

Ăшă çуркунне çитет – Шурă юрĕ ирĕлет. Кайăк юррине юрлать – Тăван çĕр-шыв вăранать. Ылтăн хĕвелĕ пăхать – Йывăç кăчкă кăларать, Ешĕл курăкĕ тухать, Манăн чĕре савăнать!

Лилия Бабирова, 4А

6—7 (30—31) №сен хушма кăларăмĕ, пуш — ака 2013

Ачасен пултарулăхě Çурхи тěнче вăраннă чух... Паян ирех урамра, Сарǎ хĕвел вăй вылять. Унăн ăшшине туйса, Пĕтĕм халăх савǎнать. Вĕçсе килнĕ шǎнкǎрчсем, Пирĕн пата çурçĕртен, Ларнǎ хурǎн тǎррине, Шǎрантараç юррине.

Илья Степанов, 6Б

Çуркунне, çуркунне, Çитрĕ ырă çуркунне! Йăлтăркка хĕвел пăхать: Лупашкана шыв тулать. Шурă юрĕ ирĕлет – Кайăкĕ вĕçсе килет. Юрататăп тĕнчене, Çут çанталăк илемне!

Николай Горелов, 4В

Кантăкран хĕвел пăхать, Урама пире йыхрать. Шăнкăрч юррине юрлать, Çуркуннене вăл ырлать.

Лилия Вахатова, 4Б Илемлĕ шур Юр пикесем Тинех-çке хыврĕç йĕлтĕрсем, Чуптарчĕç хăвăрт çырмана, Хĕле шутларĕç ăсатма. Вăрăм хÿреллĕ кăсăя Çурхи юрра шăрантарсан Кураксемпе шăнкăрчисем Килме пуçларĕç кăнтăртан. Хĕвелĕ анлă пусмапа Çÿле кармашрĕ, тупата! Çуркуннене, ав, ыйхăран Вăратрĕ çивĕч пăрчăкан!

Илья Васильев, 4В Ытла илемлĕ çуркунне! Пăхать хĕвелĕ ирпеле. Йывăççисем çураççĕ çулçине, Куракĕсем тăваççĕ йăвине…

Настя Ерантаева, 4В Çуркунне, çуркунне урамра! Сар хĕвелĕн шевли таврара. Кайăксем вĕл! вĕçеç тÿпере – Пысăк савăнăç ман чĕрере!

Настя Серебрякова, 4Б

С а ве л и й К р ы л о в , 2 В К а т я А г а п о в а , 2 В

А л е к с а нд р а Е ф и м о в а , 2 В

Page 3: Pril

3 стр.

Çак маттур хĕр ачапа çывăхрах палла-шас тесе калаçу пуçартăм:

– Эсĕ шкулта питĕ тăрăшса вĕренетĕн, санăн юратнă предмет пур-и?

– Пур енлĕ аталанас тесен нихăш пред-мета та уйăрса вĕренмелле мар пуль, пур-не те лайăх пĕлмелле. Кашни вĕрентекен хăйĕн ĕçне чунтан тăвать, пирĕншĕн тăрăшать.

– Сана шкулти сцена çинче темиçе те курма тивнĕ, эсĕ питĕ аван юрлатăн. Ăçтан пуçланса кайнă юрăсем юрласси?

– Пире малтан музыкăпа Федосеева Елена Николаевна вĕрентетчĕ. Вăл «Савăнăç кÿрекенсем» ятлă ташăпа юрă ушкăнĕ йĕркелерĕ. Эпĕ çавăнта савăнсах çÿрерĕм. Эпир Лия Чернова ертсе пыра-кан «Заветный час» телепередачăра

хутшăнма тивĕçлĕ пултăмăр. Çавăн пекех ача çурчĕсенче хамăр концертсене кăтартрăмăр. 6-мĕш класран пуçласа ва-ра ÿнер шкулне эстрадăпа вокал класне çÿреме тытăнтăм. Халĕ эпĕ пилĕк хĕртен тăракан «Девчата» ушкăнра юрлатăп.

– Хăвăр ушкăнпа тĕрлĕ конкурссене хутшăнатăр-и?

– Раççей шайĕнче ирттернĕ Ф.М. Лукин ячĕллĕ юрă конкурс-фестивале хутшăн-тăмăр, III вырăн çĕнсе илтĕмĕр. Пуш уйăхĕнче республика шайĕнче иртекен «Мехел» конкурсра II вырăн йышăнтмăр.

– Сана ытларах мĕнле юрăсем юрлама килĕшет?

– Халăх юррисем килĕшеççĕ. Вĕсенче – тарăн шухăш, илемлĕх, çепĕçлĕх.

– Юрланă чухне мĕнле туйăмсем çуралаççĕ?

– Кăмăл çĕкленет. Эпĕ юрăра пурăнатăп: сăмахĕсемпе, кĕввипе пĕрле хама çÿл тÿпере туятăп.

– Музыкăсăр пуçне сана тата мĕн илĕртет?

– Мана сцена çинче тĕрлĕ рольсем калăплама килĕшет. Çавăнпа та эпĕ хула-ри 16-мĕш шкул çумĕнчи «Ровесник» çамрăксен клубĕн театр студине çÿретĕп. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче хулари библиоте-кăсем ирттернĕ «Чуна çывăх тăван сăмах» конкурсра П. Афанасьевăн «Кăйкăр» по-эмин сыпăкне палăртуллă вуласа III вырăн йышăнтăм. Уншăн хама чăваш чĕлхи вĕ-рентнĕ Е.Н. Николаевăна та пысăк тав!

– Вĕренÿре те, пултарулăх ĕçĕнче те ĕлкĕрсе пыма сана йывăр мар-и ?

– Вăхăтпа пĕлсе усă курмалла, кашни ĕçе кăмăлтан тумалла, вара пур ĕç те лайăх пулса пырать. Ун пек чухне татах мĕн те пулин тăвас килет, чун çĕкленет.

– Чи асăмлă кун саншăн хăçан пулнă? – 8-мĕш класра виçĕ кунлăха Мускава

Çĕнĕ çул ёлкине кайса килтĕм – хама асамлă тĕнчене лекнĕ пекех туйрăм.

– Санăн чи пысăк ĕмĕт мĕн-ши? – Вăтам шкула лайăх паллăсемпе

пĕтерсе экзаменсене аван тытасси, унтан медицина факультетне вĕренме кĕресси. Манăн хирург-офтальмолог пулас кăмăл пур. Юлашки вăхăтра куç чирĕпе чирле-кенсем йышланчĕç. Вĕренсе тухса çынсене пулăшу парасчĕ. Тепĕр пысăк ĕмĕт – тĕнче тавра çул çÿреве каясси.

– Чăваш чĕлхи пĕлни сана пулас про-фессире кирлĕ пулĕ-ши?

– Чăваш чĕлхи мана питĕ килĕшет. Килте эпĕ атте-аннепе ытларах чăвашла калаçатăп. Чĕлхе пĕлни мана кирлĕ пулĕ тетĕп, мĕншĕн тесен тухтăрсем чăвашла калаçни хăш-пĕр чирлĕ çынсемшĕн лайăх кăна.

– Ачасене мĕн суннă пулăттăн? – Шкулта пур предмета та тăрăшса

вĕренĕр. Тăрăшакан çыннăн мĕн шутла-ни пурнăçа кĕрсе пыратех.

Валерия Миронова калаçнă, 4В Сăн ÿкерчĕксем М. Иванова архивĕнчен

6—7 (30—31) №сен хушма кăларăмĕ, пуш — ака 2013

ПАЛЛАШĂР: МАРИНА ИВАНОВА Чуна уçса калаçар

10В класра вĕренекен Иванова Марина пур енлĕ пултаруллă хĕр ача. Шкулта вăл лайăх ĕлкĕрсе пырать. Вĕренÿри, шкул пурнăçĕнчи тата класс тулашĕнчи çитĕнĕ-вĕсемшĕн Марина 2012 çулта Чăваш Рес-публикин пуçлăхĕн тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн стипен-дийĕсене илме тивĕçнĕ.

7-8-мĕш классенче «Çăлтăрчăк» конкур-са хутшăнса хула шайĕнче I вырăна, рес-публика шайĕнче III вырăна тухнă. Чăваш чĕлхипе тата литературипе хула шайĕнче иртекен олимпиадăра 9-10-мĕш классен-че I вырăна, республикăра II вырăна тивĕçнĕ, математикăпа хула шайĕнче III вырăн йышăннă. Икĕ çул хушши шкулти «Следопыты» организацин председателĕн-че ĕçленĕ.

Чăваш чĕлхи эрни çинчен Шкул хыпарĕсем

Гимназире ака уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Апрелĕн 22 – 27-мĕшĕсенче чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприяти иртрĕç.

1 – 2-мĕш классем Аслă Вĕрентекенĕн юмахĕсене вуласа содержанипе килĕшÿллĕ ÿкерчĕксем турĕç, 3-мĕш классем калавсене рольпе выляса кăтартрĕç. 4-мĕш классенче «Чи маттурри», 5-мĕш классенче «И.Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ» ятлă вăйăсем иртрĕç. Улттăмĕшсем Иван Яковлевич çинчен буклетсем, çиччĕмĕшсем рефератсем, саккăрмĕшсем хаçатсем хатĕрлерĕç. 9-мĕш класс ачисем «Чăваш халăхне панă халала» вуласа эссе евĕрлĕ сочиненисем çырчĕç.Ака уйăхĕн 20 – 24-мĕшĕсенче 5 – 9 –мĕш клас-сенчи çирĕм пилĕк вĕренекен гимназин сайчĕ çинче вырнаçтарнă «Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ…» интернет-викторинăна хутшăнчĕç.

Конкурссемпе викторинăсен çĕнтерÿçисем пурте дипломсем илчĕç. Татьяна Кузнецова, 8А

3В к лас с, сă н ÿ к е р ч ĕк ĕ Н. Крас н ов ăн

Page 4: Pril

4 стр.

Адрес: Çĕнĕ Шупашкар, Ешĕл бульвар, 26 Шкул сайчĕ: www.inf-online.ru/g6 Телефон: 8 (8352) 77-06-58 Факс: 8 (8352) 77-06-58 E-mail: [email protected] Хаçат сайчĕ: http://school-inf.ru

Тĕп редактор: Краснова Н.А. Дизайн тата верстка: Краснова Н.А. Хаçата кăларма пулăшакансем: Пигачева И.В., Албутова М.М., Анисимова Е.Л., Николаева Е.Н. Сайт администраторĕ : Чамеев Н., 11А

Т ир а ж: 35 эк зе м п ля р Х а ç а т тÿ л евс ĕр ва леç ĕн ет Ном ер 6 -м ĕ ш г им на зи р е пич ет л ен нĕ: Çĕ нĕ Ш у пашк ар , Е ш ĕл бу льв ар , 26

6-мĕш гимназин шкул хаçачĕн хушма кăларăмне Чăваш чĕлхи эрнине тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă

Çамрăк художниксем

6—7 (30—31) №сен хушма кăларăмĕ, пуш — ака 2013

И.Я. Яковлевăн «Автан» калавě тăрăх 1

2

3

5

4

6

7 8

1 . Да р ья П ерм як о ва , 1 В

2 . Л ев Ян ов, 1 А

3 . Ма рия Виногра д о ва , 1 А

4 . Егор Ка за к ов, 1 Б

5 . Вик а К оту сенк о, 2 В

6 . Ар т ем Ку с тик о в, 2 В

7 . А л и к П ост в ай к и н , 1 В

8 . Ма к си м Ани сим о в, 1 А

АВТАН Пирĕн пĕр пысăк хĕрлĕ ав-

тан пур. Вăл тăр кăнтăрла ура-па çине хăпарать те: «Кики-рик-ку!» - тесе авăтать.

Сасси аван, хÿри илемлĕ, а в ă н а - а в ă н а т ă р а т ь . Киккирикĕ пысăк, тĕклĕ ураллă, качи вăрăм.

Сирĕн автан çапла-и? И.Я. Яковлев